Красноармейски районӗнчи Пайсупин ялӗнче пурӑнакан пенсионер «Вилекенсене ҫӑлнишӗн» медале тивӗҫнӗ. Указа РФ Президенчӗ ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Инкек 2015 ҫулхи ҫулла пулнӑ. Ялти пӗр хӗрарӑм пӗве хӗрне килти кӑвакалсене хӑвалама кайнӑ. Асӑрханмасӑр вӑл шыва кӗрсе ӳкнӗ. Пӑтӑрмаха Елизавета Сергеева чӳречерен асӑрханӑ. Хӗрарӑм часрах вырӑна чупса ҫитнӗ. Пӗр шухӑшласа тӑмасӑр шыва чӑмнӑ, кӑвакал хуҫине ҫӳҫрен ярса илнӗ те ҫыран хӗрне туртса кӑларнӑ. Ишме пӗлмен хӗрарӑма унтан вӑл чӗркуҫҫи ҫине хырӑмпа хунӑ та ҫурӑмӗнчен аллипе пусса реанимацилеме тытӑннӑ.
Елизавета Сергеева хӑй вӑхӑтӗнче ҫыхӑну техникумӗнче вӗреннӗ. Телеграф тата хулапа хула хушшинчи ҫыхӑну енӗпе электромеханик пулса тӑрӑшнӑ. Ҫыхӑну ӗҫченӗсен кунне халалланӑ ӑмӑртусенче пӑшалтан тӗл лектерессипе тата шашкӑпа малти вырӑнсене тӑтӑшах йышӑннӑ.
Паян, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Красноармейскинче республика шайӗнче иртекен «Чӑваш Енӗн ҫулталӑк воспитателӗ», «Чи лайӑх класс ертӳҫи», «Чӑваш Енӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ», «Ҫулталӑкри чи лайӑх психолог педагог» тата «Ҫулталӑкри чи ӑста социаллӑ педагог» конкурссен районти тапхӑрӗсене пӗтӗмлетнӗ.
Район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Трак тӑрӑхӗнче «Ҫулталӑкри чи ӑста социаллӑ педагог» ята Красноармейски вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ Арина Михайлова тивӗҫнӗ, «Ҫулталӑкри чи лайӑх психолог педагог» ята ҫак шкултах ӗҫлекен Елена Константинова ҫӗнсе илнӗ. Класс ертӳҫисен йышӗнче Трак вӑтам шкулӗн пуҫламӑш классен вӗрентекенне Валентина Лукинана ҫитекен пулман. «Пӗчӗк ҫӑлтӑр» ача пахчин воспитателӗ Галина Николаева «Ҫулталӑкри чи лайӑх воспитатель» пулса тӑнӑ.
«Чӑваш Енӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ» ята ҫӗнсе илессишӗн вара Трак вӑтам шкулӗн физкультура учителӗ Валерий Чаховский тупӑшӗ — район шайӗнчи конкурсра вӑл чи маттурри пулнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакассинчи «Шуҫӑм» вокал ансамблӗ «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестивальтен хавхаланса таврӑннӑ.
Красноармейски район администрацийӗ, Чӑваш Енри композиторсен ассоциацийӗ, Красноармейски районӗнчи Нестӗр Янкас ячӗллӗ культура, литература тата ӳнер пӗрлӗхӗ фестивале иртнӗ уйӑхрах ирттернӗ-ха. Ырӑ хыпара апакассисем ӗнер ҫеҫ пӗлтернӗ.
«Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестивале РСФСР халӑх артисчӗ, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗсченӗ, СССР преми лауреачӗ Федор Лукин композитор ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта Йӗпреҫ, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Муркаш тата Красноармейски районӗнчи ушкӑнсем хутшӑннӑ.
Апакассинчи «Шуҫӑм» вокал ансамблӗ (ертӳҫи — В. Парфенов) «Чи лайӑх юрлакан — вокал ансамблӗ» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. В. Парфенов, И. Павлова, Вера Алексеева юрланине «Вокал ансамблӗсем, трио» номинацире чи лайӑххи тесе йышӑннӑ.
Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ, 2003 ҫулта Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ята тивӗҫнӗ Александр Степанов (Пӑртта) 55 ҫул тултарнӑ.
Красноармейски районне кӗрекен Алманч ялӗнче ҫуралнӑскер Ярославльти театр училищинче вӗреннӗ. Пӗр вӑхӑт Чӑваш пукане тетарӗнче ӗҫленӗ, кайран Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне куҫнӑ. Унта ӑна Н. Сидоров пьесипе лартнӑ «Шупашкарти савни» спектакльти тӗп сӑнара тӳрех шанса панӑ.
Ҫак ҫулсенче Александр Пӑртта Б. Чиндыковӑн «Урасметӗнчи» Тусмета, Н. Сидоровӑн «Кӗтрӗм сана, кӗтрӗмӗнчи» Сашӑна, Е. Еллиевӑн «Пирӗн пурнӑҫ ҫавнашкалӗнчи» Сергея, Ф. Галиев «Чуниллинчи» Гаптрие, Ф. Буляковӑн «Пилсӗр юратӑвӗнчи» Булата, М. Ладон «Ирпе автан авӑтсанӗнчи» Хуҫана, А. Хмытӑн «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗмӗнчи» Сӑхман Сахрунне вылянӑ. Унӑн пур сӑнарне халӗ асӑнса та пӗтереймӗн.
Александр Пӑртта сӑвӑсем, поэмӑсем тата пьесӑсем ҫырать. Унӑн ӗҫӗсене Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен тата Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗсенче лартнӑ.
Краснормейски районӗнчи Карай ялӗнче пурӑнакан 30 ҫулти арҫын тата унӑн 23-ри пӗлӗшӗ суд сакки ҫине ларӗҫ. 30 ҫултискер – Карай ял тӑрӑхӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫак арҫын Infiniti QX-70 автомобиль пулӑшнипе Муркаш районӗнче ларнӑ куҫса ҫӳрекен пӳрт-вакуна вӑрланӑ. Пурлӑх вырӑнти ял хуҫалӑх кооперативӗн пулнӑ.
Депутат пӗччен «ӗҫлемен». 23-ри пӗлӗшӗпе иккӗшӗ пӳрт-вакуна Элӗк районе туртса кайнӑ. Вӗсем хуҫалӑха 210 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Депутат тата унӑн пӗлӗшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна суда пӑхса тухма панӑ.
Владимир Егорович Харитонов поэт, юрӑҫ ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитет
Авторсем:Васильева Вера Вениаминовна, Петрова Светлана Валерьяновна, Пӗтӗмӗшле пелӳ паракан Упи вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем
Владимир Егорович Харитонов — паллӑ поэт-юрӑҫ, 60-мӗш ҫулсенче палӑрнӑ ҫыравҫӑ. Чӑваш поэчӗн ачалӑхӗ вӑрҫӑ вӑхӑчӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл 1933-мӗш ҫулхи мартӑн 25-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Пайсупин ялӗнче колхозник ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ тухнӑ вӑхатра Володя 9 ҫулта пулнӑ. Ашшӗ, Якур, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн 1942-мӗш ҫулӗнче Мускав патӗнче пуҫне хурать. Амӑшӗ чирлесе ӳкет. Ҫемьере пилӗк ача. Володя виҫҫӗмӗш пулнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче нуша-асапне нумай тӳснӗ пулас ҫыравҫӑ. Апла пулсан та ҫамрӑк ачан пуплесси, шӳтлесси, ташӑ-юрӑпа туслашасси пӗтмен. Пулас поэт шкулта вӗреннӗ ҫулсенче, каникул кунӗсенче кӗтӳ кӗтнӗ, ҫитӗннисемпе юнашар тӑрса ака-суха тунӑ. Ҫамрӑклах «Нарспи»поэмӑна пӑхмасӑр калама пӗлнӗ. Ҫеҫпӗл Мишши, Петӗр Хусанкай, Александр Пушкин, Михаил Лермонтов, Сергей Есенин сӑвви-поэмисене тарӑшса вуланӑ.
Хӑш-пӗр яла пырса кӗрсен юртан ӑсталанӑ кӳлепесене курма пулать. Ӳркенмен ӑста пулнӑ теҫҫӗ вӗт. Ҫакнашкал ҫынсем ӑсталанӑ кӳлепесем иртен-ҫӳрене савӑнтараҫҫӗ, ача-пӑчана илӗртеҫҫӗ.
Красноармейски районӗнчи Янкас ялӗнче пурӑнакан Анатолий Антонов пысӑк танксем ӑсталанӑ. Т-90 тата ИС-3 маркӑллӑ танксем чӑн-чӑннисем пекех – пысӑк.
Ҫак кӳлепесене ӑсталама Анатолие арӑмӗ ыйтнӑ. Ӗҫе вара ҫемйипех кӳлӗннӗ. Танксене икӗ эрнере ӑсталаса пӗтернӗ. Анатолий вӗсен ӳкерчӗкӗсене тӗнче тетелӗнче тупнӑ, ҫавсене пӑхса ӗҫленӗ. Кӳлепесене хӑйсен килӗ умӗнче ӑсталаса лартнӑ. Халӗ сӑрласа илемлетнӗскерсемпе иртен-ҫӳрен киленет. Анчах вӑхӑт нумаях юлмарӗ – кӗҫех юр ирӗлме пуҫлать.
Вӑрнар районӗ еннелле каймалли ҫул лайӑхах мар, арканма пуҫланӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта самай пысӑк шӑтӑксем. Кӑҫал ҫав ҫулӑн пӗр пайне юсама палӑртнӑ.
Ҫула Ишлей станцийӗнчен пуҫласа Красноармейски районӗнчи Пикшик ялӗ таран ҫӗнетӗҫ. Пӗтӗмпе – 23 ҫухрӑм.
Ҫула «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» программӑпа килӗшӳллӗн юсӗҫ. Аукционри малтанхи хак – 171 510 911 тенкӗ. 90 миллион тенке яхӑн федераци хыснинчен уйӑрӗҫ. Вӑтамран илсен, аукционра хак пӗчӗкленмест пулсан, 1 ҫухрӑм ҫула юсамашкӑн 7,5 миллион тенкӗ кайӗ.
Аукцион пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ. Килӗшӳ алӑ пуссан ӗҫе 7 уйӑхра вӗҫлемелле. Эппин, аукцион ӑнӑҫлӑ вӗҫленсен, чӳк уйӑхӗнче машинӑсем ҫӗнӗ ҫулпа ҫӳреме пуҫлӗҫ.
Красноармейски районӗнче вырӑнти влаҫ тытӑмӗнче ӗҫленӗ хӗрарӑм суд сакки ҫине ларӗ. 58 ҫулти хӗрарӑм инсульт пулнӑ ватӑ ҫынна улталанӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2013 ҫулта хайхискер тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑм патне килсе ҫӳренӗ. Вӑл ҫакӑнпа усӑ курас тенӗ, ватӑ ҫыннӑн пурлӑхне хӑйӗн ҫине куҫарнӑ. Ҫапла майпа тӳре-шара унӑн ҫуртне тата икӗ ҫӗр лаптӑкне хӑйӗн ҫине ҫыртарнӑ.
Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм кун пирки 2015 ҫулта ҫеҫ пӗлнӗ. Вӑл чӳрече улӑштарма шухӑш тытсан тӗрӗслӗх тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ун чухне ҫуртра нимӗнле юсав ӗҫӗ те ирттерме ирӗк ҫуккине ӑнланнӑ.
Тивӗҫлӗ канурискер йӗрке хуралӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна пурлӑхне тавӑрса панӑ. Администраци ӗҫченӗ вара судра явап тытнӑ. Ӑна виҫӗ ҫуллӑха ирӗксӗр хӑварнӑ.
Чӑваш пурнӑҫӗнче ял-йышпа пухӑнса ирттерекен йӑла-йӗрке чылай. Вӗсене пирӗн асаттесем уявланӑ, хальхи вӑхӑтра вара атте-аннесем ҫуркунне, ҫулла, хӗлле е кӗркунне ялан пӗр вӑхӑта пӑхӑнса ирттереҫҫӗ.
Кашни уявӑнах авалтан килекен хӑйне евӗр пӗлтерӗшӗ, сӑмахлӑхӗ, юрри-ташши, илемӗ пур. Ҫӑварни уявӗнче сив хӗле ӑсататпӑр, ҫуркуннене, ҫуллана кӗтсе илмелли шухӑш-туйӑма палӑртатпӑр. Ҫӑварни юрри-такмакӗ ҫӗр ӗҫӗпе те тачӑ ҫыхӑннӑ. Ку уява хирти ӗҫсене хӑвӑрт, вӑр-вар пуҫтармалла пултӑр тесе ирттереҫҫӗ.
Красноармейски районӗнчи Упи шкулӗн ачисем те ҫав йӑласене ирттереҫҫӗ — нарӑсӑн 16-мӗшӗнче вӗсем «Ҫӑварни уявне» паллӑ тунӑ. Унта 5-7 класс ачисем хутшӑннӑ.
Ҫӑварни — пысӑк та савӑнӑҫлӑ уяв. Ӑна ӗлӗк-авалхи Италири шавлӑ карнавалсенчен пуҫланнӑ теҫҫӗ. Ҫӑварни кунӗсене Мӑнкун умӗнхи типпе кӗриччен 8 кун маларах (пӗр вырсарникунтан пуҫласа тепӗр вырсарникунччен) уявлаҫҫӗ. Ку уяв кашни ҫул пӗр вӑхӑтра килмест, вӑл Мӑнкун хӑҫан пулассипе тачӑ ҫыхӑннӑ.
Ҫӑварни пуҫламӑшӗ — Аслӑ ҫӑварни. Кӑҫалхи календарьпе аслӑ ҫӑварни нарӑсӑн 12-мӗшӗнче пулчӗ, вӗҫӗ — Кӗҫӗн ҫӑварни. Вӑл нарӑсӑн 18-мӗшӗнче пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |